Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём добровольца

Хаклӑ туссем!

Сире пӗтӗм чунтан Доброволец кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Уҫӑ та тарават кӑмӑллӑ, хӑйсен иксӗлми хастарлӑхӗпе тӗнчене ырӑрах та лайӑхрах тӑвакан ҫынсене эпир чун-чӗререн тав тӑватпӑр.

Волонтерсем коронавирус чирӗпе кӗрешес ӗҫре пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене апат-ҫимӗҫпе эмелсем кӳрсе парасси, психологи пулӑшӑвӗ парасси, больницӑсенчи медицина ӗҫченӗсене пулӑшасси – ҫакӑ волонтерсем куллен тӑвакан ырӑ ӗҫсен тулли мар пайӗ кӑна.

Эсир хӑвӑра шеллемесӗр тата чунтан тӑрӑшса ӗҫленине асӑрхамасӑр хӑварман. Чӑваш Енӗн 170 ытла доброволецне Раҫҫей Прези-денчӗн Владимир Путинӑн «Пӗтӗм Раҫҫейри #ЭпирПӗрле акцие йӗркелес ӗҫе пархатарлӑ тӳпе хывнӑшӑн» асӑну медалӗсене парса чысланӑ.

Тавтапуҫ сире, хисеплӗ волонтерсем, пурнӑҫра хастар та ырӑ чӗреллӗ пулнӑшӑн! Пурсӑра та ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                            Олег Николаев

Дорогие друзья!

От всей души поздравляю вас с Днём добровольца!

Мы искренне благодарим людей, чье неравнодушие, отзывчивость, позитивная энергия делают наш мир лучше и добрее.

Огромную помощь волонтеры оказывают в борьбе с пандемией коронавируса. Доставка продуктов и лекарств, психологическая поддержка людей, оказавшихся в непростой ситуации, помощь медикам в больницах, – вот далеко не полный список добрых дел, которые совершают волонтеры ежедневно.

Ваш самоотверженный и бескорыстный труд не остался незамеченным. В течение года более 170 добровольцев Чувашии отмечены памятными медалями Президента России Владимира Путина «За бескорыстный вклад в организацию Общероссийской акции взаимопомощи #МыВместе».

Спасибо вам, уважаемые волонтеры, за ваши благородные сердца, активную гражданскую позицию! Желаю вам успехов, счастья и благополучия!

 

Глава Чувашской Республики                               Олег Николаев



05 декабря 2020
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter