Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем Победы

Хисеплӗ ветерансем! Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв пирӗн республикӑра пурӑнакансемшӗн те, пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗшӗн те чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри пулнине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫӗршывӑмӑр историйӗнчи чи хаяр тӗрӗслев пулса тӑнӑ. Ҫӗнтерӳшӗн калама ҫук пысӑк хак тӳлеме тивнӗ.

Эпир ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗн хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен яланах чунтан тав туса ӑшпиллӗн калаҫатпӑр. Тӑван ҫӗршыва фронтра паттӑррӑн хӳтӗленӗ тата ҫӗн­терӗве тылра туптанӑ улӑп чӗреллӗ ҫынсемпе мӑнаҫланас туйӑм пирӗн чун-чӗ­ремӗрте ӗмӗрлӗхех сыхланса упранӗ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тӑва­кансен ӗҫри паттӑрлӑхне те эпир нихӑҫан та манмӑпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсен чӑтӑмлӑхӗпе хӑйсене шеллеменни паян та пирӗншӗн, пирӗн ачасемшӗн те ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ, хамӑр вӑя шанма хӑват кӳреҫҫӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хисеплӗ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем тата вӑрҫӑ ачисем! Сире, ҫавӑн пекех сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп! Уяв ячӗпе! Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                               Олег Николаев

 

 

Уважаемые ветераны! Дорогие соотечественники!

Поздравляю вас с Днем Победы!

Уверен, что это один из самых значимых праздников для жителей нашей республики и всех россиян.

Великая Отечественная война стала самым жестоким испытанием в истории страны. Победа далась колоссальной ценой.

С глубокой благодарностью мы говорим о мужестве и отваге поколения победителей. В наших сердцах навсегда останется искренняя гордость за тех, кто героически защищал нашу Родину на фронте и ковал победу в тылу. Мы никогда не забудем трудовой подвиг строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей. Стойкость и самоотверженность поколения победителей и сегодня служат примером для нас и наших детей, дают уверенность в своих силах.

Уважаемые ветераны Великой Отечественной войны, труженики тыла, дети войны! От всей души желаю вам и вашим близким крепкого здоровья, счастья и благополучия! С праздником! С днем Великой Победы!

 

Глава Чувашской Республики                       Олег Николаев



09 мая 2021
07:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter